2024-мĕш çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне, Раççей Федерацийĕн Çемье çулталăкне, Чăваш Республикин Экологи культурипе çут çанталăка перекетлес çулталăкне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ- 2024» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Кашни çулах Чупайри тĕп шкулта вĕренекенсем Пĕтĕм чăваш диктантне çырма хастар хутшăнаççĕ. Паян та, ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, шкулта Пĕтĕм чăваш диктантне çыртăмăр. Вĕренекенсене диктант çырма пуçличчен директор çумĕ Любовь Алексеевна илемлĕ, ăшă сăмахсемпе уяв ячĕпе саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Диктант «Чăваш вăрманĕ» ятлă. Чăваш халăхĕн паллă çыравçи Çемен Элкер хайланă текст тăрăх йĕркеленĕ диктант пурин кăмăлне те кайрĕ. «Диктант тексчĕ питĕ кăмăла кайрĕ. Пысăк хавхаланупа çыртăмăр. Лайăх паллăсем пуласса шанатпăр,» - ăшшăн пĕлтереççĕ шкул ачисем.