Данилова Ксения – республикăра иртнĕ оратор ăсталăхĕн конкурсĕн ҫĕнтерӳҫи

Данилова  Ксения – республикăра иртнĕ оратор ăсталăхĕн конкурсĕн ҫĕнтерӳҫи

Февраль уйăхĕнче Республикăра Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăка халалланă оратор ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ. Конкурса муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă 5-6-мĕш классенче вĕренекен ачасем хутшăнчĕç. Конкурса хутшăнакансем «Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх», «Çутçанталăка упрасси – кашнин тивĕçĕ» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç. Жюри видеокалаçусене пăхса тухса конкурсăн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене палăртрĕ.Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 5-6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи  вĕренекен   кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 60 ачана ирĕк пачĕç. Вĕсен шутĕнче Пушкăрт Республикин, Тутар Республикин, Ульяновск облаçĕн шкулĕсенче вĕренекен 10 ача пулчĕ. Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ  паракан тĕп  шкулта 5- мĕш  класра  вĕренекен Данилова  Ксения  «Туслă çемьере – ăс, вăй, малашлăх», темăпа хăйĕн  оратор  ăсталăхне  кăтартса  призер пулса  тăчĕ.  Маттур, Ксения! Малашне те  пысăк  çитĕнÿсем  тума  сĕнетпĕр.