Паян, декабрĕн 14- мĕшĕнче, Чупай каччи Александр Линга Афганистан çĕрĕ çинче паттăррăн пуç хунăранпа 37 çул çитрĕ. 6-мĕш класра вĕренекенсем шкул музейĕнче пулчĕç. Кунта Александр Лингана халалласа паттăрлăх кĕтесĕ ĕçлет. Кунта Сашăн çырăвĕсем, сăнÿкерчĕкĕсем, çар тумĕсем упранаççĕ. Пирĕн умра кĕсьене чиксе çÿремелли пĕчĕк çеç календарь. Александр служба иртнĕ кунсене туртса пынă. Декабрĕн 14- мĕшĕ тап-тасах. Шăпах çак кун пирĕн Саша пурнăçран уйрăлать. Вĕренекенсем вăл çырнă çырусене вулаççĕ те куç умĕнче мал ĕмĕтлĕ хастар çамрăка кураççĕ.
- Яланах асра тытатпăр сана, Саша,- теççĕ Чупай шкулĕнче вĕренекенсем.