Паян Чупайри тĕп шкулта вĕренекенсем Анисимов Сергей Александровичпа тĕл пулчĕç.
- Шкул алăкне уçсанах юратнă вĕрентекенсем, савăнăçлă уроксем, кружоксем, спорт секцийĕсем асăма килеççĕ, - ăшшăн кулса хăйĕн калаçăвне пуçларĕ Сергей. - Эпĕ ку шкултан 2017-мĕш çулта вĕренсе тухрăм. Ун хыççăн Вăрмарти вăтам шкулта пĕлÿ пухрăм. Эпĕ мĕн ачаран çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Хусанти танк училищине хĕрлĕ дипломпа пĕтертĕм, офицер ятне илтĕм. Раççей Федерацин çар службинче тăтăм. Хальхи вăхăтра Украинăра ятарлă çар операцинче службăра тăратăп. Танк командирĕ эпĕ.
Шкулта вĕренекенсем ыйту хыççăн ыйту пачĕç.
- Сергей, паян шкултан вĕренсе тухнă пулсан хăвăрăн паянхи профессие улăштарнă пулăттăр-и? - кăсăкланчĕç ачасем.
- Эпĕ паянхи кун та хамăн профессиех суйласа илнĕ пулăттăм. Тăван атте-аннене, тăван шкула, тăван яла юратăр. Çак юратуран патриотизм туйăмĕ пуçланать.