Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023

Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023

Чупайри тӗп шкулта вӗренекенсем паян " Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ-2023" ҫырассине питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. 9- мӗш класран 5 вӗренекен диктант ҫырма кӑмӑл турӗ. 8- мӗш класран 5 ача ҫырчӗ. 6- мӗш класран 1 вӗренекен хастар пулчӗ. Кӗҫӗн классене вӗрентекен Регина Федоровна та пысӑк кӑмӑлпа диктант ҫырчӗ. Диктант тексчӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Вăл Иван Яковлевич Яковлев пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ. Пысӑк хавхаланупа, тулли кӑмӑлпа ҫырчӗҫ Пӗтӗм чӑваш диктантне.