Иван Яковлевич Яковлев эткерçисем

Иван Яковлевич Яковлев эткерçисем

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Иван Яковлевич Яковлев çуралнă  кун, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта пысăк уяв пулчĕ. Иван Яковлевич Яковлев çуранăранпа 175 çул. Савăнăçлă уява 8-мĕш класра вĕренекен, «Черĕ сăмах» конкурс çĕнтерÿçи Петрова София  пуçларĕ. Вăл  Г.Н.Волков çырнă «Ылтăн  çĕр»  тĕрленчĕке çав тери илемлĕ каларĕ. 8-мĕш класра вĕренекенсем илемлĕн юхса чăваш çамрăкĕсен вăййине кăтартрĕç. «Хурăн  çулçи  çурăлсан  килет  вăрман  илемĕ», - шăнкăртатрĕ вайă юрри. Куç умне И.Я.Яковлевăн  аса илĕвĕнчи йĕркесем тухса тăчĕç: «…çулла, çĕрле, ĕçсене туса пĕтернĕ хыççăн каялла  таврăннă чухне эпĕ чăваш вăййине куртăм. Эпĕ вăййа çил арманĕ хыçне пытанса çĕрле 11 сехетрен пуçласа ирхи 3 сехетчен сăнарăм. Çамрăксем икĕ рете (пĕр речĕ пысăкрах,тепри пĕчĕкрех) тăрса илемлĕн, килĕшÿллĕн хаваслă юрăсем юрласа пĕр –пĕрин патне çывхарчĕс, унтан каялла чакрĕç, татах пĕр-пĕрин патне çывхарчĕç.Питĕ илемлĕ юрларĕç, ташшисем хÿхĕм.Эпĕ ачалăха аса илтĕм, çакна курсан манăн куççуль юхса анчĕ Эпĕ вăйă вĕçленессе кĕтмерĕм, малалла кайрăм»

Вĕренекенсем И.Я.Яковлев букварĕнче пичетленнĕ  хайлавсене сцена çинче выляса кăтартрĕç. Пĕрремĕш класран пуçласа  тăххăрмĕш класс таран питĕ хастар хутшăнчĕс. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн «Кăлăхах тавлашакансем» калава выляса кăтартрĕç. « Эсир капла  икĕ  кукша çук çÿçĕсене  турасшăн  тавлашнă  пек тавлашатăр»,-тесе вĕçлерĕç пĕрремĕшсем. Иккĕмĕш классем «Михала» калавпа паллаштарчĕç. «Çапма  пĕлмен  пушă  хăйне  çавăрăнса  тивнĕ  тесе  çавăнпа  каланă  пулĕ»,- вĕрентрĕç ачасем. Виççĕмĕш класс вĕренекенĕсем «Йăлăнтармăш» калава артистсем пекех выляса кăтартрĕç.  Тăваттăмĕш класс вĕренекенĕсем «Варланă  лаша  тупăнни» калава питĕ интереслĕ кăтартса пачĕç.  Яковлев калавĕсен чи ăста артисчĕсем пулса тăчĕç. Пиллĕкмĕш класс ачисем «Сармантей» юмаха аван вылярĕç. Куракансен кăмăлне  çĕклерĕç. Улттăмĕш класра вĕренекенсем «Çухалнă укçа тупăнни» калава питĕ ăста кăтартса пачĕç. Çиччĕмĕш класс вĕренекенĕсем «Лаша шырани» калава питĕ кулăшла выляса пама ăсталăх çитерчĕç.Лаша çинче хуçи сиксе çеç пырать. И.Я.Яковлев калавĕсем кĕске , анчах вĕсенче тем пысăкăш  ăса вĕрентекен шухăш. Кашни ача пĕтĕм чунтан выляма тăрăшни палăрчĕ. Декораци, мĕн тĕслĕ тум хатĕрлеме ăсталăх çитернĕ. «Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш чĕлхи, илемлĕ чăваш  чĕлхи  калаçма  пĕлсен  кăна», - шăрантарчĕç 9-мĕш  класра  вĕренекенсем. Маттур,  Чупай шкулĕнче вĕренекен  И.Я.Яковлев эткерçисем.