Чупайри ача садӗнче аннесен ячӗпе пысӑк уяв иртрӗ

Чупайри ача садӗнче аннесен ячӗпе пысӑк уяв иртрӗ

Ҫурхи хӗвел пайӑркисем таврана ыйхӑран вӑратса пирӗн пата савӑнӑҫлӑ, ҫутӑ, ӑшӑ уяв илсе килчӗҫ. Хаклӑ аннесене, асаннесене, кукамайсене халалласа Чупайри ача садӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ: аннене хисеплемелли ҫинчен аса илтересси, вӗсене упрама вӗрентесси.

Ачасем хитре тум тӑхӑнса хӑнасем умӗнче савӑнӑҫлӑ концерт кӑтартрӗҫ.

Кӗҫӗн тата аслӑ ушкӑнри шӑпӑрлансем сӑвӑсем каларӗҫ, илемлӗ юрӑсем юрларӗҫ, ҫавӑн пекех интереслӗ вӑйӑсем вылярӗҫ.

Уявпа пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ.