Пĕтĕм чăваш диктанчĕ

Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, аслă çутта кăлараканăмăр Иван Яковлевич Яковлев çуралнă кун, эпир Чупайри  пĕтĕмĕшле  пĕлÿ  паракан  тĕп  шкулта вĕренекенсем Чăваш чĕлхи кунне паллă турăмăр. Çак кун вуннăмĕш хут «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцийĕ иртрĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Кăçалхи акцие Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен çулталăкне халалланă. Вĕренÿ акцийĕ 12 сехетре пуçланчĕ.

Диктант текстне паллă çыравçă, журналист, ăсчах, педагог Константин Петров çырнисем тăрăх йĕркеленĕ. Текст чăваш чĕлхине тĕнче уçлăхне çити çĕклесе чăваш халăхĕ пирки пĕтĕм тĕнчене пĕлтернĕ Улăпăмăр, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕ ятне тивĕçнĕ Шуршăл ачи – Андриян Николаев космонавт летчик çинчен.

Текст вулаканĕ тата диктант сăн-сăпачĕ – Евгений Урдюков артист, «Чĕнтĕрлĕ чаршав – 2022» конкурсăн «Чи лайăх арçын ролĕ» номинаци çĕнтерÿçи.

Чупай  шкулĕнче 7,8,9- мĕш  класра  вĕренекенсем «Пĕтĕм  чăваш диктанчĕ» вĕренÿ акцине пысăк  кăмăлпа  хутшăнчĕç.  Çыракансене  диктант  тексчĕ килĕшрĕ.