Паян Чупайри тата Чулкасри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем ирхи 8 сехетре линейкăна пуçтарăнчĕç. Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăраса кайрĕ. Шкул директорĕ Никифорова Людмила Федоровна линейкăна пуçтарăннисене пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламларĕ. Пире çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
- Вĕçен кайăксен те, тискер чĕчунсен те, ÿсен-тăрансен те тăван çĕршывĕ, тăван чĕлхи пур,- ăнлантарчĕ чăваш чĕлхипе вĕрентекен Людмила Александровна Цыфаркина. Миçе тинĕс урлă, океан çийĕн васкаççĕ тăван тăрăха вĕçен кайăксем. Тăван вырăнта чĕпĕ кăларса хăйсен йăх тымарне аталантараççĕ. Пирĕн те анне чĕлхине, атте ĕçченлĕхне, аппа юррине, пичче ташшине нихçан та манмалла мар. Чĕлхе - пирĕн истори, пирĕн эткерлĕх. Пĕр çын чĕлхе тăваймасть. Чĕлхе тăваканĕ - халăх,- вĕçлерĕ хăй сăмахне учительница.
Галерия Александровна Чăваш халăх просветителĕ çинчен пуян выставка йĕркеленĕ. Кунтах И.Я.Яковлевăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен каласа паракан стенд, кĕнеке выставки. Вĕренекенсем стенд тăрăх Петр Васильев çинчен те нумай пĕлчĕç. Вăл И.Я.Яковлевăн маттур вĕренекенĕ пулнă. Паттипе Энĕшпуç çыннисене нумай çутта кăларнă.