Нарăс уйăхĕн 19 – мĕшĕнче Пĕтĕм халăхсем хушшинчи тăван чĕлхе кунне халалласа 8-9- мĕш классем хушшинче «Тăван чĕлхе - чи хитре чĕлхе» ятлă савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Истори предметне вĕрентекен Петрова Надежда Геннадьевна ку уява ЮНЕСКО палăртнă тарăх 2000 çултанпа уявлани çинчен презентаципе каласа кăтартрĕ.
Паянхи кун тĕнчере çичĕ пин чĕлхе шутланать. Пурнăç малалла кайнă май вĕсенчен çурри пĕтме пултарать тесе палăртаççĕ ăсчахсем. ЮНЕСКО шутланă тарăх Раççейре 136 чĕлхе пĕтме пултарать, вĕсенчен паянхи кун 20 чĕлхе вилнисен шутĕнче.
Малалла чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Цыфаркина Людмила Александровна 8-9 классем хушшинче вăйă ирттерчĕ. Вĕренекенсем тем тĕрлĕ кăткăс ыйтусемпе ĕçсем пурнăçларĕç.
– Пирĕн тăван чĕлхе – чи хитре чĕлхе, – пĕтĕмлетрĕç вĕренекенсем.