2-мĕш класра вĕренекенсем инсценировка лартса пачĕç

Пирĕн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи. Шел, вăл хальхи шкул ачисен кулленхи калаçу чĕлхи шутĕнче мар. Кĕçĕн класра вĕренекен ачасем хăйсем те тепĕр чух çавăншăн кăмăлсăр.
Акă, 2-мĕш класра вĕренекенсем чăвашла калаçас пултарулăха аталантарма хаваспах килĕшрĕç. Н. Карайăн «Çырлана кайсан» текстне выляса кăтартма уроксенчен пушă вăхăтра чылайччен хатĕрленчĕç.
Инсценировкăна курма 1-мĕш, 3-мĕш, 4-мĕш классенче вĕренекенсене чĕнтĕмĕр. Вĕсене ачасем выляни килĕшрĕ. Автор сăмахĕсене вулакан хĕр ачасем хăйсен палăртуллă сассипе куракансен тимлĕхне тытса пычĕç. Çамрăк Çил ачипе Тилĕ Тус, çырлара çÿрекен ачасем хăйсен ырă кăмăлĕпе тĕлĕнтерчĕç. Куян сиккелесе çÿрени, Сантăр сăвă калани куракансене култарса та илчĕ.
2-мĕш класс ачисем хăйсем те кăмăллă пулчĕç. Куракансем вĕсене ырă сăмахсемпе тав турĕç.