Михайлов Никита - районта иртнĕ оратор ăсталăхĕн конкурсĕн çĕнтерӳçи.

Авăн уйăхĕн 29- мĕшĕнче районта Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ  иртрĕ. Конкурс тĕллевĕсем:

-шкул ачисен монолог тата диалог формипе чăвашла калаçас ăсталăха туптасси;

- халăх умĕнче калаçас хăнăхăва аталантарасси;

- чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарасси.

Конкурса  районти 7–8-мĕш класра  вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем çак темăсемпе тухса калаçрĕç:

1) Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?

2) Илемлен, Чăваш çĕр-шывĕ!

3) Республикăшăн усă ĕç тăвасчĕ.

4) Чăвашсем, чăмăртанар!

5) Чăваш çĕрĕ, пурăн ĕмĕр.

Оратор ăсталăхĕн конкурсĕнче  7- мĕш класра вĕренекен Михайлов Никита çĕнтерчĕ. Вăл  «Камсем эпир, мĕнле йăхран эпир?» темăпа тухса калаçрĕ. Никита хăй ĕç паттăрĕсен  йăхĕнчен пулнине  туллин, итлесе ларакансене ĕнентермелле каласа кăтартрĕ.

-Эпĕ  ĕç паттăрĕсен, вăрçă паттăрĕсен йăхĕнчен пулнипе мăнаçланатăп. Пирĕн йăх- чăваш халăхĕн пĕр чĕптĕмĕ! Чăваш халăхĕ вутра çунман, шывра путман Улăп йăхĕнчен. Эпир пулнă, пур, пулатпăр!- çакăн пек вĕçлерĕ Никита хăй сăмахне.

Жюри хаклав критерийĕсене  шута илсе пĕтĕмлетÿ турĕ. Михайлов Никита 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур, Никита!