"Хамăрăн вăйă"

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа 6-7 мĕш классем хушшинче  «Хамăрăн вăйă» иртрĕ. Вăйă пĕтĕмпе  пилĕк темăран  тăчĕ: «Чăвашсен çи-пуçĕ ( тумĕ)»,  «Ваттисен сăмахĕсем», «Юмахсемпе халапсем», «Сăнавсемпе паллăсем», «Ребуссемпе пуçватмăшсем». Вĕренекенсем  командăсем çине пайланса  темăри ыйтăва тата хакне суйларĕç. Чи нумай  балл пухса 6-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерчĕç. Маттур,  вĕренекенсем!