Упрар тăван чĕлхемĕре!

Пĕтĕм  тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче  шкулта «Упрар  тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕ  иртрĕ. Çак конкурса  шкул ачисен монолог тата диалог  формипе чăвашла калаçас ăсталăха туптас, халăх умĕнче  калаçас хăнăхăва аталантарас, чăваш чĕлхипе усă куракан талккăша сарас тĕллевпе ирттерчĕç. Оратор ăсталăхĕн конкурсне   7-8-мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Конкурса хутшăнакансен çак темăсемпе тухса калаçмалла пулнă: «Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм, ачаран сана эп саврăм», «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи». Конкурса хутшăнакан  çак темăсенчен  пĕрне шăпа ярса суйлать те сăмах вĕççĕн  хăйĕн  шухăшне каласа парать. Ун сăмахĕ 5-7 минутран иртмелле мар. Кун хыççăн жюри ыйтăвĕсене  хуравламалла.

Оратор ăсталăхĕн конкурсĕнче  7- мĕш класра вĕренекен Максимова Марианна çĕнтерчĕ. Вăл  «Çĕрĕм-шывăм, тăван ялăм, ачаран сана эп саврăм» темăпа тухса калаçрĕ. Марианна  хăй çуралса ÿснĕ тăван тăрăх илемĕ çинчен туллин, итлесе ларакансене ĕнентермелле каласа кăтартрĕ. Жюри хаклав критерийĕсене  шута илсе пĕтĕмлетÿ турĕ. Максимова Марианна 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур, Марианна!