Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхесен кунне халалласа Чупайри тĕп шкулта паттăрлăх хавхипе çырнă сăвă çыракансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Ăмăрту икĕ номинаципе иртрĕ: «Аслă халăхăмăрăн сăваплă вăрçи», «Вăрçă çинчен пĕтĕмпех çырман-ха…». Ăмăртăва 5-8 мĕш класра вĕренекенсем хутшăнчĕç. Жюри ачасем çырнă сăвăсене питĕ тимлĕ пăхса тухрĕ. 6- мĕш класра вĕренекен Михайлов Никитăн «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ» сăвви пурин камăлне те кайрĕ. Ку сăвва Никита Никита Зарубин штурман летчика халалланă. Никита Михайлов çак сăвăпа республика шайĕнче иртекен «Ради жизни на земле» ăмăртура хутшăнĕ. Иртнĕ çул республика шайĕнче иртекен «Ради жизни на земле» ăмăртура «Днепр паттăрĕ» ятлă сăвă çырса, ăна илемлĕ вуласа пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарнăччĕ.
1943-мĕш çулхи январĕн 15- мĕшĕнче Никита Зарубин штурман тăшман йышăннă территорире разведка тунă. Фронт линийĕ урлă каçнă чух тăшман истребителĕсем самолета вут тивертнĕ. Экипажран иккĕшĕ парашютпа сикнĕ, виççĕмĕшĕ (кайран паллă пулать)- Н.Зарубин штурман хăйĕн вырăнĕнчех вилсе кайнă.Самолет шурлăха 6 метр тарăнăшне анса кайнă.1957-мĕш çулта Ленинград облаçĕнчи Александровка поселокĕ çывăхĕнче торф кăларакансем 6 метр тарăнăшĕнче самолет тупаççĕ. Самолет ăшĕнче вилнĕ летчик ÿчĕ, документсем пулнă.Вăл – Никита Дмитриевич Зарубин. Ăна Ленинград облаçĕнчи Александровка поселокĕн масарĕнче чыслăн пытараççĕ.
Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ
1. Ирсĕр тăшман çарĕ Хулана ак хупăрларĕ, Печĕ, ватрĕ, ишрĕ, Ленинград парăнмарĕ! 2. Ак Зарубин вĕçрĕ, Самолет кĕрлерĕ, Бомбăсем пăрахрĕ Тăшмана аркатрĕ. 3. Паттăр летчик кунсерен Сывлăша çĕкленчĕ. Тăшмана çунтарчĕ, вĕтрĕ, Разведкăра та пулчĕ. 4. Ирсĕр тăшман вучĕ Самолета тиврĕ, Шурлăха вăл путрĕ, Пĕр хыпарсăр çĕтрĕ. |
5. Паттăрсем çухалмаççĕ Зарубина тупаççĕ, Вун пилĕк çул иртсессĕн, Шурлăха чавсассăн. 6. Ленинград çыннисем Паттăра манмаççĕ, Ялан чĕрĕ чечексем Ăна ăшăтаççĕ. 7. Паттăр летчикăн ятне Эпир упратпăр чĕрере. Аслă Чупай урамне Пачĕç Зарубин ятне. 8. Паттăр летчикăн ятне Мана панă-çке атте, Манăн летчик пулмалла Çĕр-шыва сыхламалла. |