Паян пирĕн шкулта Астăвăмпа мухтавлăх çулне уçнине халалланă уяв иртрĕ.
Экран çинче Чупай ял тăрăхĕнчен Аслă вăрçа тухса кайнă салтаксен сăн ÿкерчĕкĕсем. Тунсăхлă кĕвĕ янăрать. Уява пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Никифорова Людмила Федоровна уçать.
- Вăрçăра пуç хунисене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытар. Хаяр вăрçă çулĕсем мĕн чухлĕ куççуль, асап илсе килмен-ши? Вăрçăн асапĕ кашни киле кĕнĕ. Фронтра çапăçакансем çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсен кун-çулне те хĕрхенмен. Тылра ĕçлекенсене те çăмăл пулман. Пĕтĕм халăх кар тăрса тăшмана аркатнă. Аслă Çĕнтерĕве -75 çул.Чи ырă ĕçсем туса кĕтсе илер Аслă уява,- терĕ Людмила Федоровна.
Ун хыççăн шкулта вĕренекенсем «Никама та манман, нимĕн те манăçман, паттăрсене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав» литературăпа кĕвĕ композицийĕ кăтартрĕç. Ертсе пыраканĕсем: Цыфаркина Л.А., Егорова Л.В., Петрова Н.Г. Куракансем куççулленсе пăхса ларчĕç. Чупайри тĕп шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем Астăвăмпа мухтавлăх çулне халалланă ĕçсене хастар хутшăнаççĕ.