Анне сана юратса

Аннесен  кунне  1998- мĕш  çултанпа  уявлатпăр. Ăна  эпир  чÿк  уйăхĕн  юлашки вырсарни  кунĕнче паллă  тăватпăр. Мĕн авалтан анне  сăнарĕ  халăх ăслăлăхĕпе,  юрату, килĕшÿ,  ырлăх паллисемпе  çыхăнса тăрать. Амăшĕн  юратăвĕ  ача  чунне  ялан  ăшă  туйăм  парса  тăрать. Кашни  амăшĕ   хăй  ачи ăслăрах, пĕлÿллĕрех пултăр  тет, вĕсем  хăйсен  пурнăçне  тата  илемлĕрех, тулăхрах  та чыслăрах  пурăнса  ирттерччĕр тет.

Чÿк уйăхĕн 23- мĕшĕнче 7- мĕш класра вĕренекенсем хăйсен  амăшĕсене уяв  ячĕпе  ăшшăн  саламларĕç. Экран  çинче  амăшĕсен  сăн  ÿкерчĕкĕсем пĕрин хыççăн  тепри  тухса  пычĕç.

- Анне - тĕнчере  пĕрре, вăл хăйĕн  мĕн пур пурнăçне ачисемшĕн пурăнать,- тесе саламларĕç  вĕренекенсем.

Амăшĕсемпе ачисем хушшинче  тĕрлĕ конкурссем иртрĕç. Илемлĕ юрăсем  шăранчĕç. Уявпа амăшĕсм питĕ кăмăллă пулчĕç.