Юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарта «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ.
Конкурса Театр çулне тата Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул çитнине халалланă.
«Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсне хамăр республикăн тĕрлĕ шкулĕнче вĕренекен 150 яхăн ача хутшăннă. Республика тапхăрне вара иккĕмĕш кĕретсĕр тапхăрăн çĕнтерÿçисем хутшăнма тивĕç пулнă..
Жюри чи маттур та мал ĕмĕтлĕ 17 ача пултарулăхне курса савăнчĕ. Вĕсем Патăрьел, Вăрнар, Вăрмар, Комсомольски, Елчĕк, Тăвай, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенчен тата Канаш, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен пулчĕç.
Конкурсантсене Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин тĕп специалист эксперчĕ Ирина Алексеевна Степанова тата Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев саламларĕç.
Конкурса хутшăнакансем «Тăван çĕр-шыв», «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм», «Театр – наци чунĕ» темăсенчен пĕрне шăпа ярса суйларĕç.
Пирĕн шкулта 7- мĕш класра вĕренекен Максимова Марианнăна «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» тема лекрĕ. Марианна тĕп хуламăр çинчен илемлĕ, куракансен кăмăлне каймалла каласа кăтартрĕ.
- Ĕçле, пурăн, Шупашкарăм! Часах эпĕ кунта вĕренме килĕп. Кĕтсе ил хăвăн хĕр пĕрчине! – тесе вĕçлерĕ хăй шухăшне Марианна.
Сумлă жюри пĕтĕмлетнĕ хыççăн çакă паллă пулчĕ: Марианна «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн республика тапхăрĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ. Маттур, Марианна!