Паян пирĕн шкула Чăваш наци радиовĕн тĕп редакторĕ Герасимова Алина Васильевна тĕл пулăва килчĕ. Чупай шкулĕнче вĕренекенсем Алина Васильевна ертсе пыракан передачăсене кăмăлласах итлеççĕ. Халĕ шкулта вĕренекенсем наци радиовĕн тĕп редакторне хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Акă 9-мĕш класра вĕренекен Иванова Анна «Иван Яковлевич Яковлев хунавĕсем» ятлă ача-пăча пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Пирĕн шкул ачисем тĕрлĕ кружоксене, спорт секцине юратса çÿреççĕ. Литературăпа фольклор кружокне çÿрекенсем хăйсен пурлтарулăхĕпе савăнсах паллаштарчĕç. Акă 6-мĕш класра вĕренекен Михайлов Никита иртнĕ вĕренÿ çулĕнче хăй «Днепр паттăрĕ» ятлă сăвă çырса «Ради жизни на земле» конкурс çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Вăл çак сăвва пысăк туйăмпа вуласа пачĕ. Ку кружока çÿрекенсем сăвă-калав кăна мар, эссесем çырма вĕренеççĕ. Максимова Марианна «Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм» хайлавĕпе паллаштарчĕ. Итлекенсене питĕ камăла кайрĕ. Кружока çÿрекенсем сăвă- калав çырма кăна мар, халăх умне тухса калаçма та вĕренеççĕ. Оратор ăсталăхне туптаççĕ. Акă Аня Иванова хăйĕн оратор ăсталăхĕпе паллаштарчĕ. Вăл республикăра ирттернĕ «Упрар тăван чĕлхемĕре» ятлă ораторсен ăмăртăвĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă. Женя Анисимов районта иртекен шкул ачисен Спартакиадинче çĕнтерсе пирĕн шкул команди 29–мĕш хут 1-мĕш вырăнта пыни çинчен каласа пачĕ. Маттур, вĕренекенсем! Малалла та хастар пулăр! Часах сирĕн хайлавсене наци радиовĕпе итлĕпĕр.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чубаевская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих