2018-мĕш çул виçĕ пысăк пулăма пĕрлештерсе тăрать. Халăх педагогĕ И. Я. Яковлев çуралнăранпа 170 çул, Чĕмпĕр чăваш шкулĕ уçăлнăранпа 150 çул, К. В. Иванов çырнă «Нарспи» поэма 110 çул тултарчĕ. Çак виçĕ пулăма чăвашсен аслă патриархĕ И. Я. Яковлев пĕрлештерсе тăрать.
Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче районти тăван ен музейĕнче Чăваш патриархĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине халалланă « Яковлев вулавĕ» наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕ. Конференцие 5-мĕш класран пуçласа 11-мĕш класра вĕренекенсем таранах хутшăнчĕç. Конкурса хутшăнмалли темăсем çаксем пулчĕç:
Вырăс класĕсем валли:
1. Иван Яковлевич Яковлев тата Чĕмпĕр шкулĕ.
2. Патриархăн кун - çулĕпе ĕçĕ- хĕлĕ.
Чăваш шкулĕсем валли:
1.Иван Яковлевич Яковлев тата чăваш литератури.
2. Иван Яковлевия Яковлев художниксен куçĕпе.
3. Иван Яковлевич Яковлев ĕçĕ- хĕлĕн пĕлтерĕшĕ.
Чупайри тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Иванова Анна Вăрмар районĕнче çуралса ÿснĕ Николаева Акулина Николаевна пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Акулина Николаевна Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Иван Яковлевич Яковлев йывăр вăхăтра хĕр ачана мĕнле пулăшу пани çинчен тĕплĕн каласа кăтартрĕ. «Изящество и мастерство» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.