Иванова Аня - çĕнтерӳçĕ-оратор

Паян, чӳк уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Шупашкарти Вĕренӳ институтĕнче пирĕн паллă чĕлхеçĕмĕр Иван Андреевич Андреев профессор çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăх конкурсĕн республика тапхăрĕ иртрĕ. Конкурсăн юлашки тапхăрне район шайĕнче çĕнтернĕ чи пултаруллă 32 ача пуçтарăнчĕ. Вĕсен хушшинче пирĕн шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Иванова Анна та пулчĕ. Вăл 8-мĕш класра веренекенсенчен чи маттурри пулчĕ, çĕнтерӳçĕ ятне çĕнсе илчĕ. Эпир Аньăпа унăн ертӳçине Цыфаркина Людмила Александровнăна пысăк çитĕнӳ тунă ятпа чунтанах саламлатпăр, малашне те ăнăçусем тума сунатпăр.