И.Я.Яковлевăн эткерçисем

«Ыр çын вилет, ят юлать»,- тесе юрланă чăвашсем мĕн авалтан. Ун пек çын çинчен калаçнă чух- халăхра ун пирки сывă çын çинчен калаçнă пек савăнса калаçаççĕ, вăл тунă чаплă ĕçсем паян кунчченех халăхшăн калама çук хаклă пулни çинчен асăнаççĕ.

Пирĕншĕн, Вăрмарсемшĕн, И.Я.Яковлев нумай тăрăшнă, ăна çавăншăн чĕререн тав тăватпăр, ĕмĕр асра тытатпăр.

Эпир, Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти вĕрентекенсемпе ачасем, И.Я.Яковлев  вĕрентĕвен ăс-хакăлпа çутлăхне тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшатпăр.

Вĕрентекенсем ерте пынипе, ачасем кăмăлланипе, 2001-мĕш çулта «И.Я.Яковлев хунавĕсем» ятлă ача-пăча пĕрлешĕвĕ йĕркеленчĕ. Пĕрлешĕвĕн тĕп девизĕ: «Вĕрен, тĕпче, аталан». Тĕп тĕллевĕ – ăс-хакăл енчен çирĕп, пултаруллă ачасем ÿстересси.

Асăннă тĕллеве пурнăçлама шкулта тĕрлĕрен ăслăлăх конференцийĕсемпе конкурссем, ăс-хакăл шайне ÿстерекен вăйăсемпе ырă кăмăллăх марафонĕсем, спорт ăмăртăвĕсем иртеççĕ.

Акă кăçал ака уйăхĕн  25-мĕшĕнче халăха çутта кăларакан Патриарх  çуралнăранпа 170 çул тултарать. Çак паллă çула халалласа эпир паян шкулта пысăк уяв ирттертĕмĕр. Тăххăрмĕш класра вĕренекенсем çамрăксен вăййипе пуçларĕç. Никита Иванов И.Я.Яковлевăн «Халалне» чуна çитермелле пăхмасăр каласа пачĕ. Вĕренекенсем И.Я.Яковлев калавĕсене сцена çинче выляса кăтартрĕç. Пĕрремĕш класран пуçласа  тăххăрмĕш класс таран питĕ хастар хутшăнчĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекенсем И.Я.Яковлевăн «Эпĕ ÿкĕнни» клава выляса кăтартрĕç. Иккĕмĕш классем «Кăлăхах тавлашрăмăр» калавпа паллаштарчĕç. Виççĕмĕш класс веренекенĕсем «Вăрланă лаша тупăнни» калава артистсем пекех выляса кăтартрĕç.  Тăваттăмĕш класс «Кулачă» калава выляса кăтартрĕ. Пиллĕкмĕш класс ачисем «Сармантей» юмаха аван вылярĕç. Куракансен кăмăлне  çĕклерĕç. Улттăмĕш класра вĕренекенсем «Çухалнă укçа тупăнни» калава питĕ ăста кăтартса пачĕç. Яковлев калавĕсен чи ăста артисчĕсем пулса тăчĕç. Çиччĕмĕш класс вĕренекенĕсем «Лаша шырани» калава питĕ кулăшла выляса пама ăсталăх çитерчĕç. «Йăлăнтармăш» калава саккăрмĕш класра вĕренекенсем питĕ маттур кăтартма пултарчĕç. Кашни ача пĕтĕм чунтан выляма тăрăшни палăрчĕ. Декораци, мĕн тĕслĕ тум хатĕрлеме ăсталăх çитернĕ. Маттур,  Чупай шкулĕнче вĕренекен И.Я.Яковлев эткерçисем.