Пирĕн Вăрмар районĕ тĕлĕнмелле илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Юнашар вăрман, мĕн тĕрлĕ кÿлĕ, шăкăр-шăкăр чукун çул!
Вăрмар районĕ 90 çул тултарнă май, эпир Чупайри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем , район çинчен ÿкернĕ видеофильмпа паллашрăмăр. Пирĕн район историйĕ питĕ пуян. Хăйĕн йали-йĕрки, пурнăçĕ,культури. Районăн чи пысăк пуянлăхĕ вара- унăн маттур çыннисем.
Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Цыфаркина Л.А. вĕренекенсем хушшинче «Ăслăран та ăсли» вăйă ирттерчĕ. Ыйтăвĕсем пĕтĕмпех Вăрмар районĕпе çыхăннă.Вăйă çав тери чĕрĕ, интереслĕ иртрĕ. Ачасем питĕ хастар хутшăнчĕç.Район çинчен мĕн чухлĕ çĕннине пĕлчĕç. «Вăрмар районĕ 90 çулта» тесе çырнă ручкăсене алла тытсан, ачсем çакăн пек çырса хучĕç:
«Ӳс, çĕклен, пул тараватлă
Тăван ен манми Вăрмар.
Санпала эпир çунатлă
Пур ĕçре ялан хастар!»