Районта ачасен тăван чĕлхепе литературăна хисеплес, юратас туйăма аталантарма тĕрлĕ ăмăртусем, фестивальсем иртеççĕ. Паян та, ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче, районти ачасен пултарулăх çуртĕнче проза хайлавĕсене илемлĕ вулакансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Амăртăва «Чĕрĕ сăмах» тесе ят панă. Конкурса районти тĕрлĕ шкулсенче 5-10-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем тăван чĕлхепе тем тĕрлĕ проза хайлавĕсене пăхмасăр вуласа ăмăртрĕç. Пĕри тепринчен лайăх вулать. Ăмăрту виçĕ ÿсĕм хушшинче иртрĕ: 5-6 классем, 7-8-мĕш классем, 9-10-мĕш классем. Палăртса хăварас пулать, илемлĕ вулакансен йышĕ çулран-çул ÿссе пырать. Жюри хайлава лайăх пĕлнине, туйăмлă вуласа куракана çавăрса илме пултарнине, хайлав пурнăçне кĕрсе кайма пултарнине хакларĕ. Чупайри 6-мĕш класра вĕренекен Аня Иванова Николай Терентьевăн «Сансăр пурнăç çук» драмăри салтак амăшĕн монологне каласа пачĕ. Аня хайлава вуланă май пĕтĕмпех çав вăхăтри пурнăçа кĕрсе кайрĕ. Пичĕ тăрăх вĕри куççулĕ юхтарса вуларĕ. Ăмăртура 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. 9-мĕш класра вĕренекен Никифоров Никита Ольга Туркай çырнă «Пахчари çĕмĕрт» хайлава вуларĕ. Çар тумне тăхăннă Никита итлесе ларакансен чунне пырса тивмелле каларĕ. Вăл 9-10 мĕш классем хушшинче 1-мĕш вырăн цышăнчĕ. Аньăпа Никита ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче республика шайĕнче иртекен илемлĕ вулакансен ăмăртăвне хутшăнаççĕ. Ăнăçу сунатпăр.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чубаевская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих