Татах килсе курăр

Эпир, Чупайри тĕп шкулта  вĕренекенсем, «Эсĕ суйланă професси» акцие хастар хутшăнатпăр.  Пирĕн шкула хирĕç вырнаçнă культура керменĕнче ООО «Светлана» çĕвĕ цехĕ  ĕçлет. Унта çав тери маттур, тăрăшуллă хĕрсемпе хĕрарăмсем  вăй хураççĕ. Паян 8- мĕш класра вĕренекенсем Цыфаркина Л.А. ертсе пынипе çак çĕвĕ цехне çитсе курчĕç. Венера Ивановна кунта çĕлекен япаласене  кăтартрĕ. Вĕсем комбинезонсем, капюшонсем çĕлеççĕ. Ачасем  çĕвĕ машинисемпе çĕлесе те пăхрĕç. Венера Ивановна ăста çĕвĕç пулас тесен  мĕнле вĕренÿ заведенийĕсене вĕренсе пĕтермелли çинчен каласа  ăнлантарчĕ. Ĕçлĕ экскурси 8-мĕш класра вĕренекенсемшĕн усăллă иртрĕ. «Татах килсе курăр»,- терĕç ăста çĕвĕçсем.