Чăваш халăх поэчĕ Яков Гаврилович Ухсай çырнисем пирĕн литература аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Вĕсенче чăваш ĕс çыннин кăмăл-туйăмĕ, шухăш-ĕмĕчĕ сăнарланнă.
Хăйĕн пĕрремĕш сăвви «Юратрăм эп, хирсем, сире» пичетре çапăнса тухсан Ухсай Яккăвĕ хăйĕн илемлĕ сăнлав пултарулăхĕ пуррине туйса илет. Çак ĕмĕтех ăна Мускав университечĕн литература факультетне кĕме хавхалантарать. Кунта вăл 1930-1933 çусенче вĕреннĕ. Паллă тутар поэчĕпе Муса Джалильпе туслă пулнă.
Яков Ухсай çуралнăранпа 105 çул çитрĕ. Çак çавра çула халалласа паян районта «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвва сцена çинче илемлĕ вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Пĕтĕмпе 5- мĕш класран пуçласа 9- мĕш класс таран 19 шкул ачи хутшăнчĕ. Вĕренекенсем сăвва чăвашла та, вырăсла та каласа кăтартрĕç. Жюри пысăк туйăмпа вулама пултарнине, тум, кĕвĕ, декорци енчен хакларĕ. Каласа хăварас пулать, вĕренекенсем пĕринчен тепри маттур. Чупайри тĕп шкулта 9- мĕш класра вĕренекен Никифоров Никита 8-9-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Юратрăм эп, хирсем, сире» сăвва чăвашла илемлĕ вуласа çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Никита куракансем умне Яков Ухсай пек тухса тăчĕ: шурă кĕпе, хура костюм, пуçĕнче карттус, аллинче чăматан.
-Сывă-и, тăван Слакпуçăм, кĕтсе ил хăвăн шухă ывăлна!- пуçларĕ Никита. Вăл сăвва çав тери пысăк туйăмпа вуларĕ. Вăл вуланă çемĕн куç умне хир, вăрман, Слакпуç тавралăхĕ тухса тăчĕ. Маттур, Никита!