Паян пирĕн шкулта Чăваш Республикинче тухса тăракан хаçат-журналтан килнĕ хăнасем пулчĕç. Вĕсем «Тантăш» хаçат корреспонденчĕ Петрова Лариса Николаевна тата «Самант» журнал редакторĕ Степанов Владимир Васильевич.
Чупайри тĕп шкулта вĕренекенсем «Самант», «Тетте» журналсене кăмăлласах вулаççĕ. «Тетте» журнал ытларах кĕçĕн класра вĕренекенсене илĕртет. Кунта вĕсем «Хаваслă урок», «Вăйă-кулă уçланки», «Остров сокровищ» рубрикăсенчи пуçа аталантаракан ĕçсемпе вăйăсене кăмăллаççĕ. «Хаваслă кăранташ» рубрикăна хăйсен ÿкерчĕкĕсене ярса параççĕ. «Пирĕн туслă класс» страницăра шкул ачисен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллашаççĕ. «Тетте» журналта ĕçлекенсемпе тĕл пулни вĕренекенсене хăйсен пултарулăхне аталантарма хавхалантарать.
Вăтам класра вĕренекенсем «Тантăш» хаçат корреспонденчĕпе Петрова Лариса Николаевнăпа тĕл пулчĕç. Илемлĕ калаçакан Лариса Николаевна хаçат ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. 6-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем хаçата шкулти арçын ачасене, ашшĕсене, хальхи вăхăтра Тăван çĕр-шыва хÿтĕлекен салтаксене çывхарса килекен уявпа саламсем çырса пачĕё.
9-мĕш класра вĕренекенсене «Самант» журнал ытларах илĕртет. Журнал редакторĕ Степанов Владимир Васильевич журнал çинчен питĕ тĕплĕ каласа пачĕ. Шкул ачисем журналти материалсемпе урокра, тĕпчев ĕçĕсем пурнăçланă чухне анлă усă кураççĕ. Содержани енчен те, пахалăхĕ енчен те çав тери лайăх журнал. Халиччен çырăнса илейменнисем çырăнма кăмăл турĕç. Журнала пичетлеме хăйсен материалĕсене парса ячĕç. Халĕ чăтăмсăррăн çĕнĕ номĕре кĕтеççĕ.