Паян ваттисене чысламалли кун

Паян  ваттисене  чысламалли кун. Культура çуртне ĕç ветеранĕсем чылайăн пухăнчĕç. Кунĕ те хĕвеллĕ, урамра ылтăн кĕркунне. Эпир те шкулта вĕренекенсем чечек çыххисем  йăтса  ĕç ветеранĕсене саламлама васкарăмăр. Сумлă ватăсем хушшинче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пынă чух ача çулĕнче пулнисем те пур. Вĕсем ачалăх мĕнне пĕлмесĕр тÿрех  çитĕннĕ çынсем пек фронта пулăшса çĕрне- кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çав вăхăта аса илсе  7-мĕш класра вĕренекенсем  сцена çинче ача-пăча вăййине выляса кăтартрĕç. Анчах çак савăнăçлă самантра хăрушла хыпар- вăрçă пуçланнă!                                                        

-Эх, мĕнле лайăх- выляттăмăр! Мĕн кĕтет-ши пире малалла,- хурлăхлăн вĕсленчĕ вăйă. Залра ларакан ĕç  ветеранĕсен кусçуль тухрĕ.

8-9-мĕш класра вĕренекенсем Валентин Урташăн «Пурăнас килет» поэми тăрăх юрăпа кĕвĕ композицийĕ лартса пачĕç.Чуна пырса тивмелле выляса кăтартма пултарчĕç.

Залра ларакансем хушшинче кукамайсем, асаннесем, кукаçисем, асаттесем. Вĕсем хăйсен мăнукĕсемшĕн мĕнле пăшăрханаççĕ. Иккĕмĕш класра вĕренекенсем «Йăпăлти» юрăпа саламларĕç. 6- мĕш класра вĕренекенсем «Асаттеçĕм асанне» юрра шăрантарса пачĕç. Паянхи кун пирĕн ĕç ветеранĕсем пĕрре ахаль лармаççĕ. Çакăн çинчен  4- мĕш класра вĕренекенсем «Русская изба» юрра шăрантарса кăтартрĕç.                                                                                                      «Тăвансемĕр пĕрле чухне» юрра ватти те, çамрăкки те шăрантарчĕ.