Аван-и, Нарспи çĕр-шывĕ!

Аван-и, Нарспи çĕр-шывĕ!

8-мĕш класра вĕренекенсемпе  «Аван-и, Нарспи çĕр-шывĕ!» виртуаллă экскурсире пултăмăр. Аслă поэт çуралса ÿснĕ  Слакпуç  ялĕнче ÿкерсе илнĕ сăн ÿкерчĕксене слайдсене вырнаçтарса вĕсем çинчен каласа кăтартрăмăр. Слакпуçĕнче вырнаçнă К.В.Иванов музейĕн материалĕсемпе паллашрăмăр. Вĕренекенсен Пушкăрт çĕр-шывне кайса курас кăмăл çуралчĕ.