«Çеçпĕл кăвайчĕсем» конкурс тăватă номинаципе иртрĕ. Артемьев Николай, 9-мĕщ класра вĕренекен, «Прозăлла произведенисене илемлĕ вулакан» номинацире пĕрремĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Вăл Ольга Туркай çырнă «Пахчари çĕмĕрт» хайлава куракансен чунне тивмелле вулама пултарчĕ. Афганистанра пуç хунă чăваш ачисене асăнса пурин камăлне каймалла артист пек вуларĕ. Маттур, Коля! Çак конкурсрах «Хăй çырнă сăвăсене илемлĕ вулакан» номинацире Анисимов Сергей, 5- мĕш класра вĕренекен, 2- мĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Юлташсене пĕчĕкренех сывлăха упрма чĕнсе каларĕ Сергей. «Укçа парса сывлăха ,туянаймăр пасарта»,- тесе верентрĕ çамрăк поэт.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чубаевская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих