Паян пирĕн шкулта пысăк уяв пулчĕ. 4-мĕш класра вĕренекенсене «И.Я.Яковлев хунавĕсем» ушкăна илчĕç. Çамрăк хунавçăсем çĕр-шыва юратма, тăрăшса вĕренме, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене пулăшма тупа турĕç. Аслă патриарх вĕрентсе каланисене яланах асра тытма сăмах пачĕç. Чăн-чăн Яковлев хунавĕсем пулма тивĕçлине хăйсен пултарулăхĕпе çирĕплетсе пачĕç. Илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем вара И.Я.Яковлев хунавĕсен яланах мĕнле пулмаллине вĕрентсе каларĕç, çамрăк хунавçăсене сарă-хĕрлĕ тĕслĕ галстуксем çыхса ячĕç. Вĕренекенсен сăн-пичĕ хĕвел пек çуталчĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чубаевская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих