Пӳлĕме тĕрлĕ тĕслĕ хǎюсемпе, вĕрсе хǎпартнǎ хǎмпǎсемпе илемлетнĕ. Уява пуçтарǎннǎ вĕренекенсем илемлĕ тǎрса тухнǎ. Акǎ савǎнǎслǎ кĕвĕ янǎраса каять. Пурте алǎ çупаççĕ. Пӳлĕме 4- мĕш класра вĕренекенсем савǎк кǎмǎлпа утса кĕреççĕ. Вĕсене «И.Я.Яковлев хунавĕсем» пĕрлешĕве илме хатĕрленеççĕ. Аслǎ вожатǎй Яковлева Л.А., вĕренекенсен пĕрлешӳ пуçлǎхĕ Данилова Е. уяв уçǎлнине пĕлтереççĕ. 4-мĕш класра вĕренекенсем чǎнласах та Яковлев мǎнукĕсем пулма тивĕçлĕ. Сǎввисене те маттур калаççĕ, юррисене шǎрантараççĕ. Тǎван çĕр-шыва, тǎван халǎха юратма сǎмах пачĕç. Тǎрǎшса вĕренме, пĕр-пĕрне хисеплеме тупа турĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем чǎн-чǎн Яковлев хунавĕсем пулас тесен мĕнле пулмаллине вĕрентрĕç. Уявра салам сǎмахĕсем, хаваслǎ юрǎсем шǎранчĕç.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чубаевская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих