Паян И.Я.Яковлев хайлавĕсене сцена çинче выляса кǎтартакансен конкурсĕ пулчĕ. 5-мĕш класра вĕренекен Петров Вадимпа Леонтьев Алексей «Кахалпа юлхав» произведение питĕ ǎста выляса кǎтартрĕç. 6-мĕш класра вĕренекен Алексеев Димǎпа Сорокин Денис шкул ачисене ĕçлесе выçсан хура çǎкǎр та кулачран тутлǎ, выçмасан пыл та йӳçĕ пулнине «Кулачǎ» калав тǎрǎх кǎтартса пачĕç. Стихван Шавлы çырнǎ «Вĕçкĕн Ваççа» сǎвǎ тǎрǎх йĕркеленĕ сценка пурин кǎмǎлне те кайрĕ.«Сармантей» юмахри сǎнарсене выляса кǎтартакан 7-мĕш класс артисчĕсем пурне те савǎнтарчĕç, култарчĕç. 8-мĕш класра вĕренекенсем «Лаша шырани» калава выляса кǎтартрĕç. Куракансене тимлĕ пулма вĕрентрĕç. Çак хайлавсем И.Я.Яковлев Букварĕсенче пичетленнĕ. Эпир вĕсенчен питĕ нумай ǎс пухрǎмǎр.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чубаевская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих