Чǎваш чĕлхи эрни поэзи уявĕпе пуçланчĕ. 7-мĕш класра вĕренекенсем Ухсай Яккǎвĕн сǎввисене чуна вǎратмалла илемлĕ каларĕç. Пĕр карçынкка салтак тӳми йǎтнǎ Крылова Надежда « Юратрǎм эп , хирсем, сире» сǎвва хǎйне çаран çинче çӳренĕ пек туйса каласа пачĕ. Салтак тумĕ тǎхǎннǎ Иванов Владимир «Тǎрнасем» сǎвва каланǎ чух, куракансен куçĕ шывланчĕ. Таня Петрова та «Мана анне тирпейлĕ пиеленĕ» сǎвва кашнин чунне тивмелле каласа пачĕ. Паша Теплов вара хǎйне Кĕсле ту çинче ларнǎ пек туйса сǎвва калама пултарчĕ. 9-мĕш класра вĕренекенсем П.Хусанкайǎн «Натали кĕпе тĕрлет» поэма сыпǎкне артистсем пекех выляса кǎтартрĕç. Поэзи уявĕ пурне те килĕшрĕ.
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение "Чубаевская основная общеобразовательная школа" Урмарского муниципального округа Чувашской Республики
Версия для слабовидящих