Н. Шишкина. Ǎс-хакǎл пуласлǎхĕ

Вǎрмарти Культурǎпа кану центрĕнче «Çулталǎк вĕренекенĕ - 2011» конкурс финалĕ иртрĕ. Вǎл «Ǎс-хакǎл пуласлǎхĕ паян çуралать» девизпа пулчĕ. Залра пуçтарǎннисем ачасем тавçǎруллǎ, ǎс-тǎн енчен маттур пулнине курса тĕлĕнчĕç.

Александра Петрова, Татьяна Пугачева, Эльвира Иванова палашу конкурсне хǎйне евĕрлĕ интереслĕ йĕркеленĕ. «Оратор ǎсталǎхĕ» конкурсра вĕренекенсем анализ тума, пĕтĕмлетме, шухǎшсене аргументлама пĕлнине кǎтартнǎ. Кунта уйрǎмах Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен Т. Пугачева ǎста пулнǎ…